Пушӑн 27-мӗшӗнче, иртнӗ эрнекун, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн Хальхи ӳнер центрӗнче Николай Садюковӑн персоналлӑ куравӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки пире Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет. Курава ӳнерҫӗ 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.
Ӳнерҫе саламлама чылай ҫын пухӑннӑ — ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, художниксем, журналистсем, ӳнер тӗпчевҫисем. Вӗсем хушшинче культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш Ен ӳкерӳҫисен пӗрлӗхӗн председателӗ Равель Фёдоров, ӳнер тӗпчевҫисем Алексей Трофимов, Михаил Кондратьев, Юрий Викторов, Антонина Мордвинова тата ыттисем пулчӗҫ. Министр вырӑнӗнче малтан вӑй хунӑ Герольд Алексеев юбилярпа пӗрле Мускавра антикварлӑ ӳкерчӗксене епле туянни пирки аса илнӗ. Юрий Броницын сӑвӑҫ вара пуш алӑпа килмен — вӑл Николай Садюкова халалланӑ сӑвва вуласа панӑ.
Кураври ӗҫсене илес пулсан — вӗсем тӗрлӗ енлӗ. Кунтах социаллӑ пурнӑҫӑн сӑнӗсем, кунтах — халӑхӑн йӑлисене кӑтартаканнисем. Ҫавӑн пекех Николай Иванович ӳкерчӗкӗсем хушшинче Шупашкар, Кавал тата инҫетри Слакпуҫ сӑнӗсене курма пулать. Куравра Крымри Гурзуф сӑнӗсемпе те паллашма май пур — унта ӳнерҫӗ 1986 ҫулхи ҫулла ӗҫленӗ пулать.
Канмалли кун пулнине пӑхмасӑрах ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев виҫӗ района ҫитнӗ. Вӑл Куславкка, Вӑрмар тата Тӑвай районӗсенчи депутатсен пухӑвӗсен ларӑвӗсене хутшӑнса тӗрлӗ шайри «халӑх тарҫисемпе» тата ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «сумлӑ, хисеплӗ ҫынсемпе» тӗлпулнӑ.
Унччен Элтепер ҫитнӗ ытти районти евӗрех Элтеперпе пӗрле министрсем те ҫула тухнӑ. Хальхинче экономика министрӗ Владимир Аврелькин, культура минситрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова, спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев, Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗн ертӳҫи Сергей Димитриев пулнӑ.
Экономика тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ май ҫӗршыв экономика тӗлӗшӗнчен ансат мар лару-тӑрура пулнӑ май республикӑн пӗтӗмӗшле хыснине те ҫӗнӗрен шутлама тивет, ҫавна май муниципалитетсемпе ял тӑрӑхӗсенне те тепӗр хутчен пӑхса тухма тивнине палӑртса хӑварнӑ.
Сӑнсем (41)
Вӑрмар районӗнче пурӑнакан Сергей Грачев ӗлӗкхи япаласене ҫырмана тухса ывӑтмасть. Пачах тепӗр май — вӑл вӗсене пуҫтарать.
Унӑн халӗ — чӑн-чӑн коллекци. Унта — 19-мӗш ӗмӗрти укҫасем, йывӑҫ савӑт-сапа, шӑнкӑравсем, уҫӑсем… Унӑн ялти ҫурче музей пулса тӑнӑ.
Тӗлӗнмелле ҫын вӑл Сергей Грачев. Ҫӑрана уҫман уҫҫа тепри пулсан тахҫанах тухса перӗччӗ. Сергей Грачев вара ӗлӗкхи кашни япалана хаклать.
Сергей Грачева ашшӗ-амӑшӗ мӗн пӗчӗкрен ӗлӗкхи япалана хаклама вӗрентнӗ. «Иртнисӗр малашлӑх ҫук», — тенӗ ӑна. Ҫавӑнпа Сергей кивӗ япаласемпе кӑсӑкланать-мӗн.
Чылай экспонат — асанне арчинчен. Тӗслӗхрен, ҫӑпата, ҫӑм арламалли хатӗр, пир тӗртмелли станок… Ҫак япаласем Сергей Грачева ашшӗнчен лекнӗ. Ӑна вара — хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗнчен, йӑхри ытти ҫынсенчен. Ав тимӗр укҫасем 1811, 1816 ҫулхисем. Вӗсене сутса яма та сӗннӗ ӑна. «Анчах астӑвӑма епле сутӑн?» — тет Сергей. Темӗнле укҫа сӗнсен те — хакӗ ҫук. Ашшӗ, йӑхри ытти ҫынсем ӑна сутман тӑк вӑл та ҫакна тума хӑймӗ-мӗн.
Сергей Грачевӑн тӑванӗсемпе юлташӗсем мини-музея хаваспах килсе кураҫҫӗ. Унта килес умӗн вӗсем килӗсенчи шкапсене ухтараҫҫӗ: тен, музей валли пӗр-пӗр япала тупӑнӗ?
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленипе канашлу иртнӗ. Ӑна чӑваш тумне, унӑн историне тата аталанӑвне халалланӑ.
Ку уява ирттерме ЧНК ЧР Экономика министерствин грантне ҫӗнсе илни питӗ пысӑк пулӑшу пулнӑ. Канашлӑва кашни районтан, хуларан чӑваш тумӗпе кӑсӑкланакан культура ӗҫченӗсем, ӑсчахсемпе халӑх ӑстисем пухӑннӑ. Пӗтӗмпе 19 районти «Нарспипе Сетнер» килнӗ. Тепӗр май каласан — кашни район хӑйсен тумне тӑхӑннӑ каччӑсемпе хӗрсене илсе килнӗ.
Чи малтан пурте Вӑрмарти историпе таврапӗлӳ музейӗпе паллашнӑ. Уйрӑмах анатри чӑвашсен тумӗсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Унтан уяв Вӑрмарти культура центрне куҫнӑ. Унта «Чӑваш тӗрри — чӗре юрри» курав уҫӑлнӑ. Зинаида Воронова, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ыттисем хӑйсен коллекцийӗсене курав илсе килнӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ЧНКна халӑх тумне сыхласа хӑварма, аталантарма тӑрӑшнӑшӑн тав тунӑ. Вӑл 2016 ҫула чӑваш тӗррине халаллама сӗннӗ.
Вӑрмарти культура ҫуртӗнче чӑваш тумӗн театрализациленӗ концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫине районсенчен килнӗ «Нарсписемпе Сетнерсем» тухнӑ.
Ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ кашни ҫулах ҫивӗч пулнӑ темелле. Уйрӑмах — ялсенче. Унти вӑйпитти арҫынсем ҫакна пулах ют хулана куҫ хываҫҫӗ, пысӑк укҫа ӗҫлесе илме тухса каяҫҫӗ. Ӗҫ вырӑнӗ сӗнмеҫҫӗ мар-ха, анчах чылайӑшне шалӑвӗ тивӗҫтермест ахӑр. Кӑҫал ӗҫсӗрлӗх ыйтӑвӗ еплерех?
Чӑваш Енре кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне ӗҫсӗрлӗх 0,75 процентпа танлашнӑ. Пӗтӗмпе 5108 ҫынна шута илнӗ.
Кун пирки халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен патшалӑх служби пӗлтерет. Унӑн официаллӑ сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, 4052 ҫын тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшать.
Пӗтӗмпе республикӑра 13909 ӗҫ вырӑнӗ сӗнеҫҫӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен 1851 ҫын ваканси пурри пирки пӗлтернӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, ӗҫсӗрлӗх кӑтартӑвӗ Муркаш районӗнче пӗчӗк — 0,28%. Унтан списока Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем тӑснӑ. Унта ку кӑтарту 0,29 процентпа танлашнӑ. Етӗрне, Куславкка районӗсенче — 0,37%, Ҫӗмӗрле районӗнче — 0,48%.
Вӑрмар район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин планӗпе килӗшӳллӗн Арапуҫ шкулӗнче акӑлчан чӗлхин уҫӑ урокӗсен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна вӗрентекенсен квалификацине ӳстерес, опытсемпе ылмашӑнас тӗллевпе йӗркеленӗ.
Фестивальпе килӗшӳллӗн уҫӑ уроксем иртнӗ. 6-мӗш класра Арапуҫ шкулӗн вӗрентекенӗ А.И.Кузьмин «Аслӑ Британири ҫулҫӳрев» уҫӑ урок ирттернӗ. 8-мӗш класра Кавал шкулӗн учителӗ И.В.Степанова «Телекурав» темӑпа паллаштарнӑ.
4-мӗш классемпе «Хаваслӑ тупӑшу» уҫӑ урока Аслӑ Чак шкулӗнчи Н.В.Степанова ирттернӗ.
Фестивальте акӑлча чӗлхин вӗрентекенӗсем пӗр-пӗрне ҫӗнӗ шухӑшсемпе паллаштарнӑ, акӑлчан чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине кӑтартнӑ. Уҫӑ уроксенче вӗрентекенсем мультимедийлӑ хӑтлавсемпе усӑ курнӑ.
Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнчи культура ҫуртӗнче Литературӑпа К.Иванов ҫулталӑкӗсене халалласа тата Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ май мероприяти иртнӗ. Ҫавна май кӗнеке куравӗсем, стендсем йӗркеленӗ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене жюри хакланӑ. Мероприятие Мӑнҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Семенов уҫнӑ. Вӑл культура тытӑмӗнче 40 ытла ҫул ӗҫленӗ ӗҫ ветеранне Т.Денисовӑна тав ҫырӑвӗ панӑ. Пуҫлӑх пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗве «Мӑнҫырма ял тӑрӑхӗ» хӑтлавпа ҫирӗплетнӗ.
Унтах алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. Концерт Мӑнҫырма шкулӗн вӗрентекенӗсен хорӗ юрланипе пуҫланнӑ. Унта «Ӗмӗт» фольклор ансамблӗ, «Туслӑх» драма кружокӗ, «Сцена навсегда» хореографи кружокӗ, хӗрарӑмсен «Илем» ансамблӗ, «Соловушка» ушкӑн хутшӑннӑ.
Мероприятире «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне театрализацилесе кӑтартнӑ. Куракансем те, жюри те питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ.
Сӑнсем (75)
Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Мӑрат ялӗ пӗчӗкех мар. Унти 167 килте 331 ҫын пурӑнать. Вырӑнти Кавал ял тӑрӑхӗ унти ҫынсем хастар та ӗҫчен тесе ӗнентерет. Ӗҫре пиҫӗхме кӑна мар, канма та пӗлеҫҫӗ иккен вӗсем. Ҫакна ҫирӗплетме вырӑнти тӳре-шара ял ҫыннисем выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ тесе палӑртать. Ял пурӑнать. Апла тӑк унӑн малашлӑхӗ пур.
Хӗллехи вӑхӑтра ял тӑрӑхӗнче вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем концерт кӑтартаҫҫӗ. Ҫыхарса килекен Сӑваплӑ Валентин кунне халалалласа (ку уяв ют ҫӗршывран килнӗскер пулин те аслӑ ҫулхисем те юлашки вӑхӑтра ун пирки пӗлме тытӑнчӗҫ) Кивӗ Мӑратра культура ӗҫченӗсем концерт лартнӑ. Аслисемпе пӗрле ачасем те сцена ҫине хӑпарнӑ. Вӗсем сӑвӑ вуланӑ, Сӑваплӑ Валентин тата Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗсемпе саламсем янӑратнӑ.
«Истори кӗтесӗ» курав та йӗркеленӗ. Унта пирӗн несӗлӗмӗрсем хуҫалӑхра усӑ курнӑ авалхи йывӑҫ хатӗрсемпе паллаштарнӑ.
Арҫынна чӑвашла калаҫма пӗлни ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ку ӑна вӑрланӑ укҫана тавӑрма пулӑшнӑ.
Нарӑсӑн 2-мӗшӗнче 53 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса пани паллӑ пулнӑ. Вӑл, таксист, пассажира ҫаратма хӑтланнӑ-мӗн.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, преступник, Азербайджанра ҫуралса ӳснӗскер, халӗ Хусанта пурӑнаканскер, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче саккас йышӑннӑ: 32 ҫулхи арҫынна Хусантан Вӑрмар районне илсе ҫитермелле.
Пассажир малти ларкӑча вырнӑҫнӑ, укҫа тӳленӗ те ҫывӑрса кайнӑ. Таксист ҫакӑнпа усӑ курнӑ та. Лешӗн кӗсйинчен енчӗкне туртса кӑларнӑ та 47 пин тенке йӑкӑртнӑ.
Пассажир вӑрансан укҫа ҫухалнине сиснӗ, водительтен ӑна тавӑрса пама ыйтнӑ. Анчах лешӗ ухмаха пенӗ — нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун хыҫҫӑн пассажир полицие шӑнкӑравланӑ та вӑрӑ нимӗн те ан ӑнлантӑр тесе чӑвашла каласа ӑнлантарнӑ. Таксист заправкӑна кӗнӗ, унта ӑна полицейскисем тытса чарнӑ.
Таксиста тӗрӗсленӗ май унӑн ҫумӗнче енчӗк тупнӑ. Укҫан пысӑк пайне вӑрӑ нуски ӑшне пытарма ӗлкӗрнӗ.
Нумаях пулмасть Вӑрмар районӗнчи Кавалта пултарулӑх ушкӑнӗсен пӗтӗмлетӳ концерчӗ пулнӑ. Малтанах Кавал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Василий Адюков пӗлтӗрхи ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗпе электронлӑ хӑтлавпа усӑ курса паллаштарнӑ. Унтан тӗрлӗ тӳре-шара тухса калаҫнӑ.
Ҫав кун «Кӗнекепе — пурнӑҫ тӑрӑх» курав йӗркеленӗ. Ҫавӑнтах алӗҫӗсен куравӗ ӗҫленӗ. Унта Луиза Табаковӑн, Галина Смирновӑн тата ыттисен ӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ.
Кавалсем фестивале Литература ҫулталӑкне, Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине, Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул хыҫа юлнине халалланӑ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсен юрри-ташшине жюри хакланӑ. Паллах, тӗп жюри вӑл — халӑх алӑ тӑвӑллӑн ҫупни. Кавал шкулӗн вӗрентекенӗсем ҫакнашкал кашни мероприятиех хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем куракансем валли яланах иртереслӗ юрӑсемпе ташӑсем хатӗрлеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |